Ӗнер Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Ватӑ хурӑн историйӗ» премьера кӑтартнӑ. Ӑна Серби режиссёрӗ Амела Вученович лартасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Пуканесен художникӗ те кунти художник мар — Тольяттинчен килнӗ Елена Бабкина. Композиторӗ вара хамӑр патриех — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин.
«Мана сирӗн актёрсемпе тата «лартакан цехсемпе» ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулчӗ», — тенӗ Амела Вученович. Спектакльте Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Светлана Кокшина, ҫавӑн пекех Алина Каликова, Людмила Казимир, Станислав Крылов, Дмитрий Львов выляҫҫӗ.
Театр ӳнерне юратакансем валли ыран пирӗн республикӑра паллӑ пулӑм: Шупашкарта пуҫласа «Пурин те пӗр пек пулмасан та» ят панӑ пӗтӗм тӗнчери расна фестиваль иртмелле. Мероприятие Мари Элти, Мӑкшӑ Республикинчи, Тутарстанри, Удмуртинчи, Ханты-Мансийск автономи округӗнчи, Чӑваш Енпе Мускав облаҫӗсенчи тата Болгаринчи, Казахстанри, Литвари, Сербинчи, Украинӑри тата Францинчи пукане театрӗсем килсе ҫитмелле.
Фестиваль ырантан пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Артистсем Шупашкарти тӗрлӗ сцена ҫинче: пукане театрӗнче, Наци вулавӑшӗнче, Культруа институчӗн вӗренӳ театрӗнче, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче — вылӗҫ. Фестиавль ыран, каҫхи тӑватӑ сехетре, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче уҫӑлӗ.
Чӑваш пукане театрӗ Мускав ҫывӑхӗнчи Мытищи хулинче иртекен Пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен «Чаепитие в Мытищах» (чӑв. Мытищинче чей ӗҫни) фестивальне тухса кайнӑ.
Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен мероприятие хамӑр ҫӗршыври пултарулӑх коллективӗсем кӑна мар, чикӗ леш енчи — Белоруссинчи, Болгаринчи, Германири, Корейӑри, Литвари, Молдавинчи, Украинӑри тата Францинчи артистсем килсе ҫитнӗ. Пирӗн «пуканесем» В. Соллогуб пьесипе лартнӑ «Беда от нежного сердца» спектакле паян кӑтартнӑ.
Асӑннӑ фестивале унччен коллектив 2006 тата 2008-мӗш ҫулсенче кайнӑ, малтанхинче — хӑна евӗр, тепрехинче — «Сыграем в Красную Шапочку» спектакльпе. Пӗлтӗрхи раштавра пуҫласа лартнӑ спектакле илсе пыма фестиваль йӗркелӳҫисем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн. Артистсем фестиваль вӗҫленичченех пулмӗҫ — ҫак уйӑхӑн 23-28-мӗшӗсенче Хусанта иртекен «Шомбай-fest» фестивале тухса кайма вырсарникун таврӑнӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх театрӗнче Сербинчен килнӗ Амела Вученович режиссер тата драматург ӗҫлет. Кунта вӑл театр чӗннипе килнӗ. Раҫҫейри пукане театрӗсен хушшинче паллӑ ҫак ӑста Сербире пропискӑра кӑна тӑрать темелле. Хӑй вӑл Белград хулинчи «Байкамела» театра ертсе пырать. Вӑл кашни халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхен пысӑка хурса палӑртнӑ май Раҫҫейри наци коллективӗсемпе ӗҫлеме кӑмӑллине палӑртать-мӗн.
Чӑваш пукане театрӗ Вученовича ҫӗнӗ сезонти премьерӑсенчен пӗрне, «Ват юманӑн историйӗ» спектакле, лартма шаннӑ. Нумаях пулмасть премьера пирки канашлу иртнӗ. Унта театр директорӗ Елизавета Абрамова, Юрий Филиппов илемлӗх ертӳҫи тата Амела Вученович хутшӑннӑ. Канашлура спектаклӗн сценографийӗ, декорацисем пирки калаҫнӑ. Пуканесем епле пуласси Елена Бабкина художникран килет. Сӑмах май, вӑл кунти ӑста мар — ӑна Тольяттинчен чӗнсе илнӗ.
Пукане театрӗ черетлӗ сезонта «Пирӗн пӗр пек пулмасан та тем мар» ятпа Пӗтӗм тӗнчери I фестиваль ирттересшӗн. Ӑна вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракан валли тесе палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, 2009 ҫултан тытӑнса коллектив социаллӑ пурнӑҫ тӗлӗшӗнчен хӳтлӗхсӗр ҫемьесенчи ачасемпе ӗҫлессипе ҫине тӑрать. Вӑл пульницӑра выртакансем патне ҫитсе те спектакльсем кӑтартать, сусӑрсем пирки те манмасть, тӗрмесене ҫитсе те ӑса вӗрентекен хайлавсене выляса кӑтартать.
Ҫӗнӗ, 69-мӗш тетар сезонӗнче «пуканесем» Валентина Элпин «Эп халь телейлӗ» повеҫӗ тӑрӑх спектакль сцена ҫине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл вырӑна тухса кӑтартмаллискер пулӗ. Премьерӑна юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Тепӗр ҫӗнӗ спектакле вара ҫав уйӑхӑн 29-мӗшӗ валли палӑртнӑ. Вӑл А. Вученовичӑн «История старого дуба» хайлавӗ тӑрӑх пулӗ. Раштавӑн 19-мӗшӗнче Ш. Перрон «Золушкине» тӗпрен ҫӗнетнӗ вариантпа кӑтартӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Сургут хулинчи «Петрушка» пукане театрӗпе ылмашса спектакль лартма палӑртса хунӑ: вӗсем пирӗн пата килмелле, пирӗннисем унта каймалла.
Хальхи вӑхӑтра театрсем гастрольсене ҫӳреҫҫӗ тата хӗрсех ҫӗнӗ сезона хатӗрленеҫҫӗ. Пуканӗ театрӗ, ав, халӗ «Эпӗ халь телейлӗ» спектакль лартассипе ӗҫлет.
Повеҫ авторӗ — Валентина Элпи. Ӑна вӑл шӑп та лӑп ҫур ӗмӗр каялла ҫырнӑ. Хайлава автобиографилле тесе хаклаҫҫӗ. Унта автор хӑйӗн ачалӑхӗ, шкул ҫулӗсем тата алла пуҫласа калем тытнӑ самантсем пирки каласа кӑтартать. Премьерӑна Валентина Элпин 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне сцена ҫине кӑларасшӑн. Аса илтеретпӗр, паллӑ писатель 1913 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» (1956 ҫулта пичетленнӗ), «Тинӗс чечекӗ» (1973), «Юратнӑ мӑшӑрсӑр» (1983), «Качча кайиччен» (1990), «Качча кайсан» (2002), «Пепке ҫуралсан…» (2006) тата ытти кӗнеке авторӗ.
«Эпӗ халь телейлӗ» спектакле театрӑн ӳнер ертӳҫи Юрий Филиппов лартать. Вӑл телей темине мала кӑларма шут тытнӑ иккен. Спектакльти тӗп герой пурнӑҫри кашни самантшӑн савӑнать. Хӑйне телейлӗ туйма нумай кирлӗ марскере ҫутҫанталӑкӑн пӗр вӑхӑчӗ тепринпе ылмашни те савӑк кӑмӑл парнелет иккен.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Хусанта иртекен Тӗрӗк халӑхӗсен XI Пӗтӗм тӗнчери фестивальне тухса кайнӑ. Унта вӗсем Эрик-Эмануэль Шмитт пьесипе лартнӑ «Турӑ патне ҫырнӑ 14 ҫыру» спектакле кӑтартӗҫ.
Унти харкамҫӑ — вилесле чирлӗ 10 ҫулхи арҫын ача. Ӑна пӑхакан сӗннипе вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупас умӗн Турӑ патне ҫыру ҫырать. Спектакле лартакансем (режиссерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов), пурнӑҫ кирек епле пулсан та хаклине кӑтартасшӑн иккен.
Фестивале Раҫҫейри, Турцинчи, Азербайджанри, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Туркменистанри коллективсем хутшӑнмалла. Театр форумӗ ӗнер пуҫланнӑ, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче вӗҫленмелле. Чӑваш «пуканисем» хӑйсен пултарулӑхне паян кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |